Нефтекамск
Wikipediaри материал
Нефтекамск — Пушкăрт Республики хули.
[тӳрлет] Географи
Хула Чулман Атăл çинче, Ĕпхӳрен 182 çухрăмра вырнаçнă. Автомобиль çулĕсем ăна Ĕпхӳпе, Бирскпа, Янаулпа, Агидельпе, Октябрьскипе, Ижевскпа, Пермьпе, Хусанпа çыхăнтараççĕ. Çывăх чукун çул чарăнăвĕ Янаул хуларан 50 çухрăмра.
[тӳрлет] Халăхĕ
2005 çулта хулара 119,1 пинĕ çын пурăннă.
[тӳрлет] Истори
Нефтекамск хулине Хĕрлĕ Кама районĕн Арлан ялĕ патĕнче çĕр айĕнчи нефть упранăвĕ тупнине пула никĕсленĕ. 1955 çулхи раштав, 29 пирвайхи нефть тухнă, хыççăнах вара Касево тата Николо-Березовки ялĕсем вырăнĕнче нефть уçлакан управлени «Арланнефть» туса хунă, вăл «Башнефть» пĕрлĕлĕхне кĕнĕ. Хулана 1957 çулхи юпа уйăхĕнче никĕслеме тытăннă. 1962 çулхи авăн уйăхĕнче Карман ГРЭС-не тума пуçланă, 300 пинĕ кВт хăватлă пĕрремĕш энергоблокĕ 1968 çулхи раштавра ĕçе кĕнĕ.
Хула администраци пуçлăхĕ — Руденко Олег Анатольевич.