Радлов Василий Васильевич
Википедири материал
Василий Васильевич Радлов — философи тухтăрĕ, Раççей Ăслăлăх академийĕн чăн членĕ. Вăл 1837 çулта çуралнă, 1918 çулта çĕре кĕнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Берлинта офицер кил йышĕнче çуралса ӳснĕ. 1854 çулта гимназирен вĕренсе тухнă хыççăн Берлин университечĕн философи факультетне вĕренме кĕнĕ, чĕлхе пĕлĕвпе интересленме пуçланă, В. Шотт патĕнче пĕлӳ илнĕ. Йенăран философи тухтăрĕн ятне илнĕ хыççăн алтай çемйине кĕрекен чĕлхесене тĕпчес тĕллевпе пуçĕпех Раççее (1858 ç.) куçса килнĕ.
Чăваш чĕлхипе кăсăкланасси чĕлхеçĕ 1871 - 1884 çç. Хусанта пурăннă вăхăтпа çыхăннă. Шăпах та ку тапхăрта тĕпчевçĕн чăваш авалхи кун-çулне уçса паракан ĕçĕсем пичетленсе тухнă.