Фейзханов Хусейн
Википедири материал
Фейзханов Хусейн 1828 çулта Чĕмпĕр кĕпернине кĕрекен Кăрмăш вулăсĕн Сабачай ялĕнче çуралнă (хальхи Чулхула хутлăхĕ). 1866 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Тăван ялĕнче вĕреннĕ. Каярах Хусана пурăнма куçсан аслă мăсăльман пĕлĕвне Шигабудтин Марджани тутар тĕпчевçи патĕнче алла илнĕ, М. А. Казамбекпа И. Н. Березин ăслăлăхçăсем патĕнче çыруçăра тăрăшнă. Тутар чĕлхисĕр пуçне арапла, персла, турккăлла, вырăсла лайăх пĕлнĕ. Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕнче тĕпчевçĕ "Пăлхар вил тăпри çинчи виçĕ çыру палăкĕ" ĕçĕпе палăрса юлнă.