Чăкăт
Википедири материал
Чăкăт, чăвашсем хатĕрлекен апат-çимĕç.
[тӳрлет] Хатĕрлесси
Типĕ тăпăрча чĕрĕ çăмартапа хутăштармалла, тăвар калаттармалла та лайăх çăрмалла. Çăрна тăпăрча чăкăт кăшăлне тултармалла, пуса-пуса тикĕсмелле, питне чĕрĕ çăмарта саррипе сĕрмелле, ытлашши вĕри мар кăмакана йывăç ывăспа лартмалла. Кăшт сивĕнме пуçланă кăмакара кăна чăкăт лайăх тата тутлă пиçет.
Пиçнĕ чăкăта ăшăлла хăй халлĕн е шăратнă услам çупа параççĕ. Сивĕннĕ чăкăта тăрăхла тăваткалăн е кубик пек касмалла, услам çупа кăмакара ăшăтса памалла.
Порци çине (грампа) тăпăрчă 300, пĕр çăмарта, тутанса тăвар, çупа панă чух услам çу 25 каять.
[тӳрлет] Литература
- Тутлă Апат-Çимĕç. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1982.