Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ
Wikipediaри материал
Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ, — авалхи тĕнчери çын тунă тĕлĕнтермĕшсен списокĕ.
Тĕнчери чи тĕлĕнмелле çуртсен списокĕсене икĕ пин çул ытла каялла тума пуçланă. Вĕсен авторĕсен хушшинче — паллă историксем, çыравçăсемпе археологсем. Кашни тенĕ пекех шăпах çичĕ объект сĕннĕ.
Чи малтанхи списока Авалхи Грецире пирĕн эрăчен III ĕмĕрте тунă пулнă. Малтан унта виçĕ тĕлентермĕш кăна кĕртнĕ пулнă, кайран вара ыттисене кĕртнĕ. Чи малтанхи тĕлĕнтермĕш шутне Хеопс пирамиди, Çакăнса тăракан сачĕсем, тата Артемида чиркĕвĕ кĕнĕ. Пирĕн кунчен Хеопс пирамидисем кăна упранса юлнă.
Географи тĕлĕшĕнчен илсен çак объектсем пурте Вăта çĕр тинĕсĕн хĕвелтухăç енчи пысăках мар территорийĕнче пулнă. Вĕсене тĕрлĕ çулта туса лартнă. Тĕнче тĕлĕнтермĕшĕсенчен пĕрремĕшне 5 пин çул каялла туса лартнă. Çакăнса тăракан садсен çĕршывĕ - Вавилон (пирĕн эрăччен VII ĕмĕрте). Кайран кашни ĕмĕрте пĕрер тĕлĕнтермĕш çĕкленсе ларнă.
- Хеопс пирамиди, Гизăра вырнаçнă пысăк пирамида.
- Семирамидăн çакăнса тăракан сачĕсем.
- Эфесри Артемида чиркĕвĕ.
- Олимпири Зевс кĕлетки.
- Галикарнасри мавзолей.
- Родос Колосĕ.
- Александри маякĕ.