Аршуткин Николай Арсеньтевич
Wikipediaри материал
Аршуткин Николай Арсеньтевич, — драматург, публицист. 1924 çулхи раштавăн 11 Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче çуралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Çĕрпӳри ферьдшер шкулĕнче вĕреннĕ. Кайран Хусанти медицина институтне пĕтернĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Муркашри район пульницинче малтан хирург пулса ĕçленĕ, кайран аслă тухтăр вырăнĕнче.
Николай Аршуткинăн статьисем «Ялти пурнăç» тата «Совет Раççейĕ» Мускав хаçачĕсенче пичĕтленнĕ. Пĕр актлă тата нумай актлă пьесисене халăх театрĕсенче тата драма кружокĕсенче лартнă.