Атăл
Wikipediaри материал
Атăл, — Европăн хěвелтухăç енче вырнаçнă юханшыв, Раççей патшалăхě тăрăх юхать. Валдай сӳллěшěнче пуçланча Каспи тинěсне юхса кěреть. Европăра чи пысăк юханшыв шутланать. Тăрршě 3 530 çухрăм (водохранилищесем туса хуриччен 3 690 çухрăм). Бассейн лаптăкě 1 360 пин км².
Вăтам эмěрсенче юханшыва Итиль е Этель тесе чěннě. Античность вăхăтěнче (хальхи эрăн пěрремěш эмěрсем) Ра тесе чěннě.
Атăла пěтěмпе 200 шыв юппи юхса кěрет. Чи пысăккисем Селижаровка, Тверца, Молога, Шексна, Унжа, Ока, Сăр, Ветлуга, Сĕве, Чулман Атăл, Самар, Мăн Иргиз, Еруслан, Ахтуба.
Атăл çинче шыв управĕсене нумай туса лартнă.