Бишкек
Wikipediaри материал
Бишкек | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Кыргыз Республики |
---|---|
Регион: | |
Никěсленě: | 1825 |
Хула, çултан: | 1878 |
Халăх йышě, пин çын: | 866 (2004) |
Хула лаптăкě: | 160 км2 |
Геогр. широти: | 42°52' ç. ш. |
Геогр. долготи: | 74°34' х. т. д. |
Бишкек, — Чу айлăмĕнче вырнаçнă Кыргыз Республикин тĕп хули. Хула тинĕс шайĕнчен 760 метр çӳллĕшенче вырнаçнă.
Хула 4 район çине пайланать: Ленин, Октябрь, Первомайски тата Свердлов районĕсем çине. Ленин районĕ шутне Чон-Арык посёлок кенешĕ кĕрет. Вăл кенеш шутне Чон-Арык посёлокĕ тата Орто-Сай сала кĕреççĕ.
[тӳрлет] Истори
1825 çулта Каконд ханлăхĕ ку выранта Пешпек хӳтлĕхне туса хунă пулнă. Вырăс çарĕсем ăна икĕ хут (1860 çулхи авăн уйăхĕн 4 тата 1862 çулхи юпа уйăхĕн 24) илнĕ. 1862 çулхи чӳк уйăхĕнче хӳтлĕхе аркатнă. Икĕ çултан кунта казаксен пикетне туса хунă. Ун йĕри-тавра пасар пухăнма пуçланă. 1868 çулта ун вырăнĕнче Пишпек ятлă ял туса хунă. 1878 çулхи ака уйăхĕн 29 Пишпек уесăн тĕп вырăне пулса тăнă май ăна хула шайне кертнĕ.