Габдулла Тукай литература музейĕ
Wikipediaри материал
Габдулла Тукай литература музейĕ, — Хусанта вырнаçнă литература музейĕ. Музей Габдулла Тукай паллă тутар сăвăçĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парать. Музейра пурĕ 1200 экспонат, вĕсенчен тĕп фонд шутне 914 япала кĕрет. Çул хушшинче музейе пурĕ 10 пин ытла çын пырса курать.
Директорĕ — Айметов Рамис Киямович
[тӳрлет] Истори
Музейе Хабибулин Гусман Акрамович (1950-1992) йĕркеленĕ, 1986 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче уçăлнă.
Музей икĕ хутлă çуртра вырнаçнă. Çурчĕ XIX-XX ĕмĕрсенчи архитектура палăкĕ шутне кĕрет, малтан Шамиль çурчĕ пулнă. Çурта Ибрагим Апаков 1-мĕш гильди купси хушнипе çĕкленĕ. Архитекторĕсем: Амлонг тата Руш.