Золотницкий Николай Иванович
Wikipediaри материал
Золотницкий Николай Иванович, — чĕлхе пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ, тĕпчевçĕ, этнограф. 1829 çулхи раштавăн 3 Шупашкар уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ) Урхас Кушкă ялĕнче çуралнă. 1880 çулхи çу уйăхĕн 14 Хусан хулинче вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1851 çулта Хусан университечĕн филологи факультетне пĕтернĕ. 1867 çулта Хусан вĕрентӳ округĕн инспекторĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш шкулĕсем валли 1867 çулта пĕрремĕш букварьне хатĕрлесе кăларнă, чăваш календарĕсене йĕркелесе пичетленĕ. Николай Золотницкий «Корневой чувашско-русский словарь...» (1875) ĕçĕшĕн Вырăс географи обществин ылтăн медальне тивĕçнĕ (1879). Николай Золотницкий чăваш çырулăхне йĕркелессишĕн, вырăс мар халăхсен ачисене тăван чĕлхепе вĕрентессишĕн нумай тăрăшнă.