Йěпреç
Wikipediaри материал
Йěпреç, — Чăваш Енěн Йěпреç районěн администрациě вырнаçнă поселок. 1999 çул пуçламăшě валли кунта 9,5 пин çын пурăннă (1959 çулта — 6,9 пин, 1989 çулта — 8,7 пин). Поселок çӳрчěсем ытларах енěпе пěр хутлă, çавăн пекех темиçе хутлă çӳртсем те тупма пулать.
Поселока Хусан - Харьков чугун çулне тунă çухне никěсленě. Ку тăрăхра вăрман пулнă, вăрмана каснă çěртре лесопилка туса лартнă. Поселок патěнче çавăн пекех кирпěч кăларма тăм кăлараççě.
Поселокра 2 вăтам шкул пур, шкул-интернат, районти культура çӳрчě, библиотека, ачасен ӳнер шкулě, краеведени музейě.