Кипек Дмитрий Афанасьевич
Wikipediaри материал
Кипек Дмитрий Афанасьевич (чăн хушамачĕ Афанасьев), — прозаик. 1913 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Тимĕрçкасси ялĕнче çуралнă. 1991 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.
1957 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1983 çулта К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Кĕçĕн Кипекри 8 çул вĕренмелли шкултан Шупашкар институчĕн чĕлхепе литература факультетне кĕнĕ. Хăй вĕреннĕ шкулĕнче ачасене верентнĕ хыççăн çара кайнă. Унта 1935-1954 çулсенче пулнă, полковника çитнĕ, çар юридици академине пĕтернĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Калавсене пединститутра вĕреннĕ чухнех çырнăскер ку ĕçе çарта та малалла тăснă. Кочетков капитан, Цыганок курсант, Санинструктор тата ытти çавăн йышши калавсем чылай çыравçăн. Отставкăна тухсан, Вилсе черелнĕ çын, Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ, Парăнманнисем çĕнтереççĕ романсем çырнă.
Унăн калавĕсемпе романĕсем çирĕм ытла кĕнекере пичетленсе тухнă:
- «Тăван çĕршывшăн» (1941);
- «Калавсем» (1955);
- «Икĕ калав» (1958);
- «Сунарçă калавĕсем» (1959);
- «Кайăк тусĕ» (1962);
- «Уйăх витĕр çул курăнать» (1963);
- «Çамрăк çын» (1964);
- «Хитре хĕрарăм» (1966);
- «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» (икĕ кĕнекепе, 1969, 1974);
- «Парăнманнисем çĕнтереççĕ» (1978)
- «Телейлĕ пурнăçшăн» (1980, 1988).