Лыхны
Wikipediaри материал
Лыхны, — Абхазири сала, Абхази кун-çулĕн тĕп вырăнĕ. Гудаута хулинчен 4 çухрăмра ларать. XX ĕмĕрте Лыхны тӳремĕнче абхазсем пĕрле пухăнса нумай хут хăйсен патшалăхĕн ирĕклĕхĕ çинчен калаçнă, халăха хăпартнă. Уйрăмах 1931 тата 1989 çулсенче.
Ĕлĕкхи йăласене паян кун та упраса кашни çул юпа уйăхĕнче тыр-пул уявне ирттереççĕ, юланутпа çӳрессипе ăмăртаççĕ, юрă-ташăпа савăнаççĕ, ăстаçăсем хăйсем хатĕрленĕ япалисене кăтартаççĕ, апат-çимĕçсемпе апатлантараççĕ.