Мăн Çавал
Wikipediaри материал
Мăн Çавал, — Кĕçĕн Çавалпа пĕрле Çавала юхса кĕрет. Чăваш Ен тăрăх юхать. Çĕмĕрле районĕнче пуçланса Çĕрпӳ районĕнче Çавала юхса кĕрет. Çавăн пекех Вăрнар тата Красноармейски районĕсем тăрăх юхать.
Пысăк юпписем: Вăтам Çавал — сылтăм юппи, сулахай юпписем: Апа Çырми, Хирлеп, Сурăм, Мăн Шетмĕ, Кĕçĕн Шетмĕ, Ункă. Авал Мăн Çавал çинче (çавăн пекех Кĕçĕн Çавал, Çавал çинче) шыв арманĕсем нумай пулнă.