Матросов Юрий Петрович
Wikipediaри материал
Матросов Юрий Петрович, - чăваш ӳнерçĕ. 1947 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Чурачăк ялĕнче çуралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
- 1954-1963 çулсенче Курак Чурачăкри сакăр класлă тата Мăн Мамăшри вăтам шкулсенче вĕреннĕ.
- 1963-1965 çулсенче Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура заводĕнче слесарь-инструментальщик пулнă, çамрăк рабочисен Ишлейри вăтам шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ.
- 1965-1970 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнер-графика факультетĕнче рисовани учителĕ пулма вĕреннĕ. Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă.
- 1972-1980 çулсенче «Чăвашсельхозпроект» институтăн проектировщиксен ертӳçинче вăй хунă.
- 1973 çулта Атăл тăрăхĕнчи республика-облаçсенчи çамрăк художниксен зонăри выставкине хутшăннă.
- 1982-1987 çулсенче – РСФСР ӳнер фончĕн Чăваш АССРĕнчи пултарулăх производство комбиначĕн художник-проектировщикĕ тата тĕп художникĕ.
- 1986 çултанпа СССР Художниксен союзĕн членĕ.
- 1985 çулта Чăваш краеведени тата Шуршăлти краеведени музейĕсене шал енчен илемлетнĕшĕн Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.
- 1989-1990 çулсенче Пушкăрт республикинчи Слакпуçĕнчи К.В.Иванов музейне тăвас ĕçе пысăк тӳпе хывнăшăн ăна «Пушкăрт АССРĕн тава тивĕçлĕ художникĕ» хисеплĕ ят панă.
- 1994 çултанпа – Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп художникĕ. Тутарстанри Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлевăн мемориаллă музейĕн проекчĕн авторĕ тата ăна пурнăçлакансен ертӳçи.
- 1999 çулта Николай Сидоров драматургăн «Хӳхĕм хĕрĕн хӳхлевĕ» трагедине ÿнер тĕлĕшĕнчен илемлетнĕшĕн вăл Чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ. Чăваш патшалăх драма театрне тĕпрен юсас ĕçе те дизайн-проект тата реконструкци авторĕ пулса хутшăннă.
Юрий Матросов ăçта ĕçлесен те ӳнер искусствинче хăйĕн пултарулăхне ӳстерсе пынă.
Вăл Мускавра, Хусанта, Чемперте, Нефтеюганскра, Нижневартовскра, Чулхулара, Ĕпхӳре, Раççейĕн ытти хулисенче, Германире ирттернĕ выставкăсене хутшăннă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Юрий Петрович хăйĕн тăван ялĕпе Çĕньял Чурачăкпа çыхăну нихăçан та татман. Ашшĕн килне пăрахман, çуркунне-çулла ялан унта, çĕрне пăхса тăрать. Çавăнпа пулĕ унăн «Хĕллехи кун», «Хĕвел аниччен», «Кĕтÿ анать», «Сухара», «Ачалăхра» ӳкерчĕксенче, ытти ĕçĕсенче тăван ялĕ, выляса-чупса ÿснĕ урамсемпе тавралăхĕ лайăх сăнарланнă.