Пăла (юханшыв)
Wikipediaри материал
Пăла, — Сăва юханшывĕн сулахай юппи. Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Липовка ялĕнче пуçланать те Патарьелпе Елчĕк районĕсем тăрăх юхса Тутарстанра Сăва юханшывне юхса кĕреть. Юханшыв тăршшĕ 127,7 çухрăм, Чăваш Енре 92 çухрăм. Бассейн лаптăкĕ 1587 км2, Чăваш Енре — 1320 км2. Пăла çинче Патăрьел районĕн администраци вырнаçнă вырăнĕ Патăрьел сали вырнаçнă.
Пăлана юхса кĕрекен пĕчĕк юханшывсен шучĕ вăтăртан та иртет, чи пысăкки — Кĕçĕн Пăла.