Патшалăх чĕлхи
Wikipediaри материал
Патшалăх чěлхи — пуринчен малтан кашни патшалăхăн конституци чěлхи пулать, çавăнпа та конституцисěр патшалăхăн патшалăх чěлхи çук. Яланах патшалăх чěлхи (е официаллă чěлхе) патшалăхри чи йышлă халăхăн (е чылай этнос ушкăнěн) чěлхи пулса тăрать. Çав вăхăтрах хăшпěр патшалăхсен саккунěсем тăрăх, патшалăхăн официаллă докуменчěсене (ěç хучěсене) урăх чěлхесемпе те пичетлеме хушнă. Тата нацин пěчěк ушкăнěн официаллă йышăннă чěлхе те пулать: çав чěлхепе ěç хучěсене тытса пыраççě, шкулта ачасене вěрентеççě (тěслěхрен, Италире сардини чěлхи е Эстонире вырăс чěлхи). Тěнчере пěтěм çěршывсен çурри ытла патшалăх чěлхиллě. Хăш патшалăхсенче (тěслěхрен, Албанире, Францире, Германире, Литвара) пěртен пěр патшалăх чěлхи, тепěр çěршывсенче темиçе- (тěслěхрен, Беларуçре, Бельгире, Канадăра, Финляндире, Афганистанта, Парагвайра, Боливире, Индире, Швейцаринче, ЮАР-та).