Тăхти Илья Ефимович
Wikipediaри материал
Илья Тăхти (чăн ячĕ Ефимов Илья Ефимович), — чăваш çыравçи, сăвăçи. 1889 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Нӳшкасси ялĕнче çуралнă. Чылай çул хушши ӳпке чирĕпе асапланнă хыççăн вăл 1938 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Шупашкар пульницинче вăхăтсăр вилсе кайнă.
1934 çултанпа СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ялти шкул хыççăн Хусанти вĕрентекенсене хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухнă, Элĕк районĕнчи Тавăт шкулĕнче ĕçленĕ. Халăх хушшинче çӳрекен сăвă-юрă нумай пухнă. 1911 çулта вĕсене Хусанта пĕр харăсах икĕ кĕнеке туса кăларнă: пĕри — «Тавăт, Мĕлĕш, Шураç юррисем», тепри — «Хураç». 1922-1925 çулсенче республикăри Çутĕç халăх комиссариачĕн инспекторĕ пулнă. 1925-1928 çулсенче Мускав литература институчĕнче вĕреннĕ, çав вăхăтрах «Ĕçлекенсен сасси» журналпа «Чăваш хресченĕ» (каярахпа «Коммунар») хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ.
1928-1931 çулсенче вăл Шупашкарти педагогика техникумĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1931-1938 çулсенче И.Тăхти литература ĕçĕпе пурăннă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пурĕ 10 кĕнеке кăларнă: