Тихăн Петĕркки
Wikipediaри материал
Тихăн Петĕркки (чăн ячĕ Петров Пётр Тихонович), — чăваш çыравçи, драматургĕ. 1903 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. 1976 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта вилнĕ.
1965 султанпа СССР ÇП членĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Малтан пуçламăш шкултан, унтан икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă. 1919 çулта Теччĕри педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. 1924 çулта Чĕмпĕрти педагогика техникумĕ çумĕнчи кăтартуллă шкулта ĕçлеме тытăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче фронтра пулнă, салтакран пуçласа рота командирне таран ӳснĕ. Вăрçăра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата икĕ медале тивĕçнĕ.
1946-1950 çулсенче Çĕнкилĕри педагогика училищинче ĕçленĕ. Хусана пурăнма куçсан çутĕç пайĕнче, вăтам шкул директорĕ пулса ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Тихăн Петĕркки «Трактор» ятлă малтанхи поэми Мускавра тухнă «Çĕнĕ çул» кĕнекере пичетленнĕ. Вăл калавсемпе повеçсем, пьесăсем ăслăлăхлă-фантастикăллă ĕçсем çырнă.
Унăн «Ĕмĕт», «Çĕрлехи çиçĕм», «Юнлă кунсем» пьесисене драмкружоксем ăнăçлă лартаççĕ.
Паллăрах кĕнекисем: