Цаплина Раиса Ионовна
Wikipediaри материал
Цаплина Раиса Ионовна, — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, аслă ăслăлăхăн сотрудникĕ. 1920 çулхи çурла уйăхĕн 16 Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Саруй ялĕнче çуралнă. 1990 çулхи çу уйăхĕн 8 Шупашкарта вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпӳри педагогика училищинче (1935—1938), Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче (1939—1942) пĕлӳ илнĕ. 1944-1948 çулсенче СССР Ăслăлăхсен академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕнче вĕренсе филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ.
ЧНТИре чĕлхе пайĕн сотрудникĕ, ертӳçи пулса ĕçленĕ (1948-1952), РСФСР Çутĕç министерствин Наци шкулĕсен институчĕнче вăй хунă.
Шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе лайăхлатмалли майсене тишкерсе статьясем, икĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унсăр пуçне вăл Монголири (1957—1959), Германири (1964), Болгарири (1974) аслă шкулсенче вырăс чĕлхи вĕрентнĕ.
Раиса Цаплина чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕн материалĕсене пухма диалектологи экспедицийĕсене яланах хутшăннă, вĕсене тĕпчесе çырнă ăслăлăх статйисем тĕрлĕ пухăвсемпе журналсенче пичетленсе тухнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- Обучение орфографии родного языка в чувашской начальной школе. Ч., 1957;
- Основные фонетические особенности ишлейского говора//УЗНИИ. Вып.4. Ч., 1952;
- Особенности некоторых чувашских говоров Татарской АССР и Куйбышевской области // Материалы по чувашской диалектологии. Вып. 2. Ч., 1963;
- Оканье в чувашском языке // Родной и русский языки в национальной школе. М., 1962.