Чăваш Енĕн Етĕрне районĕ
Wikipediaри материал
Етĕрне районĕ, — Чăваш Енěн пайланăвě, 1927 çулхи авăн уйăхěн 27 туса хунă. Çӳрçěр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаçнă, хěвеланăç енче — Чулхула облаçěпе. Хěвелтухăç енче Муркаш районě, кăнтăрта Хěрлě Чутай районěпе Елěк районě вырнаçнă. Район лаптăкě 897,5 км2. Район администрациě Шупашкартан 79 çухрăмра вырнаçнă Етěрне хулинче вырнаçнă.
Район тăрăх Сăрăпа Выла юханшывсем юхаççě. Район климачě вăтам континентлă (вырăс умеренно континентальный). Хěлсем нумай пыраççě, çусем ăшă, хăшпěр çухне шăрăх та. Утă уйăхěнче вăтам температура 18,6°С танлашать, кăрлач уйăхěнче — -13°С. Чи пěчěк температура -44°С пулнă, чи пысăкки — 38°С.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Юн Тани, — чăваш кино актриси.
- Лаптев Валерий Янович, — спортсмен, боксер.