Шывпуç
Wikipediaри материал
Шывпуç, — Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи ял. 1923 çулчен Шывпуç Чуракасси ятлă пулнă.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Çĕрпӳ уесĕн Энтрияль вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Канаш районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Шăхасан районне, 1944 çулхи пуш уйăхĕн 25 хыççăн Чурачăк районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Красноармейски районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Çĕрпӳ районне кĕнĕ. 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3 хыççăн хальхи вăхăтччен Красноармейски районне кĕрет.