Эктел Василий Петрович
Wikipediaри материал
Эктел Василий Петрович (чăн хушамачĕ Сидоров), — чăваш çыравçи, сăвăçи. 1950 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Лащ Таяпа ялĕнче çуралнă.
1988 çултанпа СССР (халĕ Раççей) Çыравçисен Пĕрлешĕвĕнче.
[тӳрлет] Пурнаçĕ
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн илемлĕхпе ӳкерçĕ факультетне, Мускаври М. Горький ячĕллĕ Литература институтне вĕренсе пĕтернĕ. Чылай вăхăт Узбекистанра ачасене вĕрентнĕ. Хĕсметрен таврăнсан Елчĕк район архитекторĕ, унтан Чăваш телестудийĕн корреспонденчĕ, «Ялав» тата «Пике» журналсен илемлĕх редакторĕ пулнă. Халĕ чăваш çыравçисен «Калем» фондне тата издательствине ертсе пырать.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Василий Эктел тĕрлĕ енлĕ, вăл нумай жанрсенче палăрнă: хĕрӳллĕ публицист, литература тата ӳнер тĕпчевçи, проза ăсти, сăвăç.
Паллă кĕнекисем:
- «Тĕлĕнтермĕшсем» (1982);
- «Иртнĕ кун çути» (1984);
- «Çĕре тăнлатăп» (1990)
- «Чи хитри» (1991);
- «Шавкăн» (1994);
- «Лили» (1996);
- «Юлашки хĕрлĕ çулçă ташши» (1998);
- «Сăвăр çырми» (1999);
- «Пархатар» (2000);
- «Тăван шкултан инçе çула» (2000);
- «Пĕчĕк тĕнче те аслă» (2002);
- «Грачиный город» (Курак хули, вырăсла, 2000).