Юрьев Михаил Иванович
Wikipediaри материал
Юрьев Михаил Иванович (псевдонимě — Нямань), — сăвăçă, литература критикě, журналист, куçăруçă. 1910 çулхи юпа уйăхěн 10 Етěрне уесěн Çирěклě Шетмě (халě Красноармейски районěнчи Çирěклě ялě) ялěнче çуралнă. 1980 çулта çу уйăхěн 7 Шупашкарта вилнě. Чăваш АССРăн тава тивěçлě культура ěçченě (1968), «Хисеп Палли» орденне тава тивěçлě пулнă. Юрьев Элли Михайлович ашшě.
1941-1945 çулсенче Аслă Тăван Вăрçăна хутшăннă. шупашкарти педагогика техникумне пěтернě. 1930 çулсен пуçламăшěсенчен журналист ěçěнче ěслеть: «Пионер сасси» хаçатăн литература ěçченě, «Çамрăк большевик» хаçăтăн редакторě, «Чăваш коммуни» хаçатăн редакторěн çумě, «Коммунизм ялавě» хаçатăн яваплă секретарě.
[тӳрлет] Ěсěсем
Михаил Юрьевăн темиçе брошюра тухнă, чăваш литератури çинчен литературăллă-критиклě статьясем çырнă. Чăваш çыравçисем çинчен справочник тунă. Ăна 1964, 1968, 1975, 1988 çулсенче пичěтленě.
[тӳрлет] Кěнекесем
- «Крылатая девушка»
- «Чемпион Европы»