Хыпарсем
Википедири материал
Тупмалли |
[тӳрлет] Кăрлач, 2008
- Кăрлач, 14 — Пирĕн уйрăмра халĕ 7000 статья! 7000 статья — Чăваш тĕнчи.
- Кăрлач, 1 — Кипр, Мальтăпа Акротири тата Декели Евро укçине усă кура пуçларĕç.
[тӳрлет] Чӳк, 2006
- Чӳк, 22 — Пирĕн уйрăмра халĕ 4500 статья! 4500 статья — Лава (юханшыв).
[тӳрлет] Пуш, 2006
- Пуш, 9 — Пирĕн уйрăмра халĕ 2000 статья! 2000 статья — Тутарстанăн Çĕпрел районĕ.
[тӳрлет] Нарăс 2006
- Нарăс, 10 — Турин хулинче Хĕллехи XX-мĕш олимпиада уçăлнă.
[тӳрлет] Кăрлач 2006
- Кăрлач, 15 — Википеди кунĕ. Википеди проектa пуçарса яни 5 çул çитpĕ.
[тӳрлет] Раштав, 2005
- Раштав, 7 — Пирĕн уйрăмра халĕ 1500 статья! 1500 статья — Иркутск.
- Раштав, 6 — Тегеран хулинче 10 xyтлă çурт çине С-130 çарaн транспорт самолёчĕ персе аннă. 119 çын вилнĕ, вĕсенчен самолёт ăшĕнче 84 пассажир тата 10 экипаж членĕ пулнă.
[тӳрлет] Чӳк 2005
- Чӳк, 26 — Китайри Цзянси провинциĕнче çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Хăвачĕ Рихтер шкали тăрăх 5,7 баллпа танлашнă. 14 çын вилнĕ, 377 çын аманнă. Çĕр чĕтренĕвен эпицентрĕ Цзюцзянпа Жуйчан хулисем хушшинче пулнă.
- Чӳк, 18 — Иракри Ханакин хулинче боевиксем шиитсен мечетне сирпĕнтерсе янă. 65 çын вилнĕ, 75 аманнă.
- Чӳк, 17 — Волгоград облаçĕнче МЧСăн Ми-2 вертолечĕ персе аннă. Тăватă çын вилнĕ, пĕрине пульницăна ăсатнă.
- Чӳк, 13 — Китайра вырнаçнă Цзилинь нефтьпе хими завочĕ сирпĕнсе кайнă. Пушара икĕ кун иртсен кăна сӳнтерме пултарнă. 70 ытла çын аманнă, Сунгари юханшыва таса мар япаласем лекнĕ.
- Чӳк, 11 — Афганистан тăвĕсенчи Шомали тӳремлĕхĕнче, АПШан "Баграм" сывлăш çарĕсен бази патĕнче Раççей самолечĕ персе аннă.
- Чӳк, 9 — Амманра, Иорданин тĕп хулинче, виçĕ сирпĕнӳ пулса иртнĕ. 60 çын ытла вилнĕ, 300 çын ытла аманнă.
- Чӳк, 7 — Раççей паллă актёрĕ, Трофимов Николай Николаевич вилнĕ.
- Чӳк, 5 — Британин паллă çыравçи, Джон Фаулз вилнĕ.
[тӳрлет] Юпа 2005
- Юпа, 29 — Мускавра чылай вăхăт чирленĕ хыççăн Кабардино-Балкари Республикин малтанхи президенчĕ Коков Валерий Мухамедович вилнĕ.
- Юпа, 28 — Францире пăлхавсем пуçланнă. Пăлхавсем малтан Парижăн çурçĕр енчен пуçланса пĕтĕм патшалăха ярса илнĕ. Çавăн пекех Бельгипе Германине те кăштих ярса илнĕ.
- Юпа, 28 — 78 çулта Чулхулара СССРăн пĕрремĕш тигрсен укротительници, Назарова Маргарита Петровна вилнĕ.
- Юпа, 17 — Турцире, Измир хули патĕнче виçĕ хут çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Пĕрремĕш çĕр чĕтренĕвĕ 5,7 баллă, иккĕмĕшĕ — 5,6, виççĕмĕшĕ 5,6 баллă пулнă.
- Юпа, 13 — Австралири Брисбен хулинчен 100 çухрăмра вырнаçнă Голд Кост курорт районĕ çине теннис мечĕкĕ пысăкăш пăр çунă.
- Юпа, 13 — Нальчик хули çине вăрă-хурахсем тапăннă.
- Юпа, 12 — Пирĕн уйрăмра халĕ 1000 статья яхăн! Пиннĕмĕш статья — Тимухха Хĕветĕрĕ.
- Юпа, 11 — Пакистанра каллех çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Халĕ 5,1 баллă çĕр чĕтренĕвĕн эпицентрĕ Кветта хулинчен (Белуджистан провинциĕн тĕп хули) 400 çухрăм кăнтăралла пулнă.
- Юпа, 8 — Кăнтăр Азире вăйлă çĕр чĕтренĕвĕ пулнă. Эпицентрĕ Пакистанăн çурçĕр енче, Исламабадран 95 çухрăм çурçĕр-хĕвелтухăçнелле, Сринагартан 125 çухрăм çурçĕр-хĕвеланăçнелле пулнă.
[тӳрлет] Çурла 2005
- Çурла, 29 — Çěнě Орлеан тăрăх Катрина çил-тăвăл иртсе кайрă. Хула шыв айне (80%) пулнă.
- Çурла, 24 — Хусана 1000 çул çитнине палартма пуçланă.
- Çурла, 21 — Шупашкара 536 çул çитнине уявланă. Шупашкар кунě иртнě.
[тӳрлет] Утă 2005
- Утă, 19 — Пирěн Википедире 200 статья! Икçěрмěш статья — Удмуртсем.
- Утă, 16 — Йěпреç районěнче патшалăх органěсенче ěçлекенсен IV Спартакиада иртнě.
- Утă, 15 — Пирěн Википедире 150 статья! Çěр аллăмěш статья — Трубина Марфа Дмитревна.
[тӳрлет] Çěртме 2005
- Çěртме, 24 — Чăваш Енре Республика Кунне уявланă.
- Çěртме, 21 — Шупашкарта çěнě чарăну хута кěреть. «Мега Молл» суту-илӳ центрě патěнче вăл вырнаçнă.
- Çěртме, 9 — Комсомольски районěнче ял аслă тухтăрсен кунě иртнě. Кунта республикăн пěтěм тěп пульницăри аслă тухтăрсем тата ытти врачсем килнě.
- Çěртме, 9 — Çěнě Шупашкарта каллех «Пěрлашÿллě Раççей» кунě иртнě.
[тӳрлет] Çу 2005
- Çу, 25 — Пирěн Википедире 100 статья! Çěрěмěш статья - Тěп хула.
- Çу, 25 — Мускав хулинче электричество пěтнě. Кун хушшинче аварине пěтерме шутлаççě.
- Çу, 9 — Пěтěм тěнче Фашист режимне çěнтернине 60 çул çитнине палăртать. Мускавра ун ячěпе парад иртнě.
- Çу, 6 — Великобританире иртнě парламент суйлавěнче лейбористсем çěнтернě.
- Çу, 5 — Çěнтерӳ Поездчě чарăнас тесе шутламан пулсан та Вăрмарта чарăннă. Ветерансемпе Вăрнар çыннисене саламланă.
- Çу, 4 — Шупашкарта Аслă Вăрçă ветеранěсене Çěнтерӳне 60 çитнě ячěпе 32 хваттер панӑ.
[тӳрлет] Ака 2005
- Ака, 30 2005 — Канаш хулинче çĕнĕ аллейăсем никĕсленĕ. Хулари культурăпа кану паркĕпе юнашар çĕнĕ мăшăрсен аллеине, педегоги колледжăн вĕренекенĕсем вĕренсе тухакансен аллейине никĕсленĕ
- Ака, 21 2005 — Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культурă çурчĕнче социаллă хӳтĕлес енĕпе ĕçлекенсен Республикăн творчествăллă фестивалĕ уçăлнă.
- Ака, 16 2005 — Шупашкар хулинче урамсене тасатмалли субботник пулса иртнĕ.
- Ака, 15 2005 — Шупашкарӑн 25 шкулӗнче вӗренекен 11 çулхи Юлия Иванова Чăвашъен Дартс Спорчĕн çĕнĕ рекордне лартнă.
- Ака, 14 2005 — Чăваш Википединче 10 статья яхăн! Малалла утатпăр! :)