Çĕнтерӳ çулĕ (хаçат)
Wikipediaри материал
Çĕнтерӳ çулĕ, — Чăваш Енĕн Вăрнар районĕн хаçачĕ. Пĕрремĕш кăларăмĕ 1930 çулхи чӳкĕн 1 «Социализм çулĕпе» ятпа тухнă. 1962 çулта хаçата хальхи ята панă.
Пĕрремĕш редакторĕ Комаров Иван Тимофеевич пулнă. 2000 çулхи çĕртме уйăхĕн 20 хыççăн хаçатăн тĕп редакторĕ вырăнне Фомина Альбина Дмитриевна йышăнать.
2005 çулта хаçата Республика Кунне хатĕрлес тата иртерес ĕçе хастарлă хутшăннăшăн Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕ çырă ярса панă.
Хаçата «Вăрнарти издательство çурчĕ» кăларать.