Çурçĕр тинĕсĕ
Wikipediaри материал
Çурçĕр тинĕсĕ, — Европăн çурçĕр енчен вырнаçнă Атлантика океанне кĕрекен тинĕс. Хĕвелтухăç енче Норвегипе Дани çыранĕсем, хĕвеланăç енче Британи утравĕсем, кăнтар енчен Германи, Нидерланд, Бельги тата Франци çыранĕсем вырнаçнă.
Пысăк портсем: Гамбург, Эсберг, Роттердам, Лондон.
Балтикăпа (Скагеррак, Каттегат, Эресунн, Мăн Бельт, Кĕçĕн Бельт проливсем тăрăх уйрăлса тăрать) Норвеги тинĕсĕсемпе тата Ла-Манш проливĕсемпе юнашар вырнаçнă.
[тӳрлет] Экономика енчен пĕлтерĕшĕ
Çурçĕр тинĕсĕнче пулă нумай. Унта треска, сельдь, креветка, палтус тата ытти пулă тĕсĕсене тытаççĕ. Çурçĕр тинĕсĕнче çавăн пекех нефтьпе газ кăлараççĕ. Нефтье кунта XX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсенче шыраса тупнă. Унтанпа вăл Норвегипе Аслă Британи валли энерги пурлăхĕсемпе тивĕçтерессипе пысăк шайра тăрать.
Кунсăр пуçсăр çурçĕр тинĕсĕ нумай патшалăхсене шыв тарăх çыхăнтарать, ун урлă карап çулĕсем иртеççĕ.