Айташ Юрий Григорьевич
Wikipediaри материал
Айташ Юрий Григорьевич (чăн хушамачĕ Григорьев), — сăвăç, прозаик, куçаруçă. 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Çавалкас ялĕнче çуралнă.
1974 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать. 1980 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен Чăваш Ен комсомолăн премиĕн лауриачĕ, 1991 çулта К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш Енĕн патшалăх премиĕн лауриачĕ пулнă. 1996 çулта Чăаш Енĕн исскуствăсен тава тивĕçлĕ ĕсченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Хусан патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Тутарстанри Дрожжанов районĕнчи Матакри вăтам шкулта вĕрентекен, телевиденипе радиовещаниĕн Чăаш комитетĕн литературра кăларăмĕсен редакторĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакциĕсен заведующиĕ, Тăван Атăл журнал редакторĕн çумĕ пулса ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Юрий Айташ чăваш челхи çине А. Пушкин, М. Лермонтов, С. Есенин сăввисене куçăрнă.
Пичĕтленнĕ кĕнекисем:
- «Йĕплĕ роза» (хайлав, 1969);
- «Кăнтăр çутинче» (хайлав, 1974);
- «Тĕлпулу» (сăвăсемпе поэмăсен пуххи, 1972);
- «Сăнсен» (сăвăсемпе поэмăсен пуххи, 1976);
- «Ирхи кӳлĕм» (сăвăсемпе поэмăсен пуххи, 1979);
- «Атнер» (сăвăллă роман, 1995);
- тата ыттисем.
Вырăсла тухнă кĕнекесем: