Акăлчансемпе Занзибар хушшинчи вăрçă
Wikipediaри материал
Акăлчансемпе Занзибар хушшинчи вăрçă, — 1896 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Акăлчансемпе Занзибар султаначĕ хушшинче пулса иртнĕ кĕске вăрçă. Гиннесс рекорчĕсен кĕнеки тăрăх ку чи кĕске вăрçă шутланать. Вăл 45 минут çеç тăсăлнă.
[тӳрлет] Малтанхи пулăмсем
1896 çулхи çурла уйăхĕн 25 британин колони администрациĕпе тăчă çыхăну тытнăскер Хамад ибн Туваини султан вилсе кайнă. Ун хыççăн нимĕçсем пулăшнипе унăн Халид ибн Баргаш племяникĕ влаçа вăйпа хăйĕн аллине илнĕ. Ку, паллах, Хамуд ибн Муххамеда лартасшăн пулнă акăлчансене килĕшмен, вĕсем Халид ибн Баргаша султан вырăнне пушатма йытнă. Халид ибн Баргаш вĕсенпе килĕшмен, хăвăртăн 2800 çын патнелле пухса султан керменĕнче хӳтĕленме хатĕрленнĕ.
[тӳрлет] Вăрçă ĕçесем
Акăлчансем Баргаша ултиматум лартнă, вăхăтне çурла уйăхĕн 27-мĕшĕн 9 сехетчен панă. Хăйсем çав хушăра султан керменĕ патне 5 çар карапне илсе килнĕ. Баргаш ултиматум вăхăчĕ пĕтичченех акăлчансемпе калаçусем иртернĕ, килĕшӳ патне çитесшĕн пулнă. Акăлчансем вара 9 сехет çитсен кермене карапри тупăсенчен аркатма пуçланă. Нимĕн те тума çуккине кура Таргаш нимĕçсен консульствине тарса унта хӳтлĕх ыйтнă. Кермене 45 минут хушши персе аркатнă, историне вăрçă чи кĕске вăрçă шучĕнче юлнă.
Вăрçă хыççăн Баргаш, акăлчансен аллине лекиччен, 1916 çулчен Дар-эс-Салам хулинче пурăннă. 1925 çулта Момбасрта вилнĕ.