Анатоли çурутравĕ
Wikipediaри материал

Анатоли çурутравĕ, — Азин анăç енчи çурутрав. Ку çурутрав çинче Турци патшалахĕ вырнаçнă. Юнашар Хура, Мрамор, Эгей, Вăтамçĕр тинĕсĕсем вырнаçнă. Европăпа Азине уйăракан Босфорпа Дарданелла проливĕсем ун хĕррипе иртеççĕ.
Ячĕ грек чĕлхиренхи Aνατολή (Αnatolē) е Ανατολία (Anatolía) килет. Пĕлтерĕшĕ - "хĕвелтухăç". Турккă форми Anadolu çакăн пек грек чĕлхирен килет, анчах турккăсем ку Ana (анне) сăмахĕнчен килни шухăшлаççĕ.