Бардым (юханшыв)
Wikipediaри материал
Бардым, — Свердловск облаçĕнчи юханшыв, Серган юппи.
Шунут тăвĕ патĕнче юхма пуçлать те Анат Серга патĕнче Сергана юхса кĕрет. Ака уйăхĕн вĕçĕнче—çу уйăхĕн пуçламăшĕнче пăр каять.
Юпписем: Ревдель, Кăнтăрлахи Бардым. Юханшыв хĕрринче Ревдель ял пур, анчах та унта никам та пурăнмасть.
[тӳрлет] Шыв туризмĕ
Юханшыв тăрăх çуркунне ишсе анма май пур, çулла ытла вăйлă типсе ларать. Йывăрлăх категорийĕ II патнелле (катамарансем валли). Йывăрлахсем шутне тĕмĕсем, йăваланчăксем кĕреççĕ. Ишсе анма Ревдель ялĕ патĕнчен пуçлаççĕ. Ял çити Анат Сергаран лайăх çул пур.