Башири Зариф
Wikipediaри материал
Башири Зариф, — прозаик, сăвăç, публицист. 1888 çулхи çу уйăхĕн 5 Тутарстанăн Кайпĕч районĕнчи Чуди ялĕнче çуралнă. 1960 çулхи юпа уйăхĕн 21 вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Пуçламăш шкула, Хусанти мадресене вĕренсе пĕтернĕ. Оренбургри Каримовăн уйрăм çынăн издательствинче ĕçленĕ, ачасене вĕрентнĕ, Хусанти хаçатсемпе тăчă çыхăну тытнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
1910 çулта «Чăваш хĕрĕ Анисса» (Чувашская девушка Анисса) ятлă хайлава çырнă. Çавăн пекех унăн «Чăвашсем» (Чуваши), «Чăваш литератури» (Чувашская литература) ăслăлăх ĕçĕсем пур.