Дияла (юханшыв)
Wikipediaри материал
Дияла, — Иракпа Иранра юхакан юханшыв. Иранран юхса тухать. Тигр юханшывĕн сулахай юппи (Багдад патĕнче юхса кĕрет). Эльвендпа Сирван юханшывĕсем пĕрлешнĕ хыççăн Тигра юхса кĕриччен тăршшĕ 231 çухрăмпа танлашать. Бассейн лаптăкĕ 30 пин км2. Çӳлти вырăнĕсем Загрос тăвĕсенче, айалти вырăнсем Месопотами айлăмĕнче вырнаçнă.
Юханшыв шывĕсене шăварма усĕ кураççĕ.