Исет (юханшыв)
Wikipediaри материал
Исет, — Урал тăрăхĕнчи юханшыв, Тобол юханшывăн сулахай юппи. Юханшыв тăршшĕ 606 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 58,9 пин км2. Свердлов, Курган, Тюмень облаçĕсем тăрăх юхать.
Тĕп юпписем: Миасс, Теча, Синара. Исет çинче Екатеринбург, Каменск-Уральски, Катайск, Далматово, Шадринск хулисем вырнаçнă.