Ишек
Wikipediaри материал
Ишек, — Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи сала.
[тӳрлет] Истори
Малтан Чикмĕ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕ хыççăн Шупашкар уесне кĕнĕ. Малтан Кармаш вулăсĕ шутне кĕнĕ. 1918 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕпе çу уйăхĕн 20-мĕшĕ таран вулăс центрĕ пулнă. 1926 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕ хыççăн Сĕнтĕр вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕпе 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕ таран Ишлей районĕнче шутланнă. Кайран каллех Шупашкар районне кĕнĕ. Халĕ те вăл район шутне кĕрет.
1978 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Ишек çумне Шăпачав ялне хушнă.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Степхим Михаил Степанович, чăваш драматургĕ, сăвăçи, çыравçи.