Йĕлтĕр
Wikipediaри материал
Йĕлтĕр — юр тăрăх çӳремелли япала. Йĕлтĕр икĕ 150 — 200 сантиметр тăршшăллĕ йывăçран, е пластикран тунă, пуçĕсене шĕвĕрлетнĕ пластинка евĕр. Икĕ вăрăм (150 — 200 сантиметр), йывăçран е пластикран тунă пластинкасен, ĕсен пуçĕсен çивĕчленнĕ пулаçĕ. Урана йĕлтĕр çине çыхса çирĕплетеççĕ, хальхи вăхăтра çирĕплетме ятарлă пушмак усă кураççĕ. Йĕлтĕр юр тăрăх лайăх шунă пирки унпа юр тăрăх çӳреççĕ.
[тӳрлет] Истори
Йĕлтĕре çурçĕр халăхĕсем сивĕ çанталăклă вырăнсене куçнă хыççăн шутласа кăларнă. Вăл вырăнсенче пурăнмашкăн çынсен юр тăрăх çӳремелле пулнă, хăш-пĕр чух юрĕ питĕ тарăн пулнă. Чи малтан, йелтĕрсене щутласа кăларас умĕн, юр тăрăх утмалли хатĕре, шутласа кăларнă тесе шутлаççĕ. Вĕсен пусмалли лаптăкĕ самай сарлакарах пулнă, урана юр ăшне путма паман. Теприсем çавăн пекех йĕлтĕре çунаран тунă тесе шутлаççĕ.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче — XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕлтĕр спорчĕ аталанма пуçланă. Спорт йĕлтĕрĕн вăрăмĕшĕ 170-220 см., сарлакĕшĕ 5-8 см. Вал йĕлтĕрсене çарта усă курма пуçланă. Вăл вăхăтрах йĕлтĕр патаккисене шутласа кăларнă.
[тӳрлет] Йĕлтĕр спорчĕ
Йĕлтĕр спортне икĕ пысăк ушкăн уйăрма пулать:
- йĕлтĕр ăмăртăвĕ
- сăртран йĕлтĕрпе анмалли спорт