Йошкар-Ола
Wikipediaри материал
Йошкар-Ола | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Мари Эл |
Никěсленě: | 1584 |
Хула, çултан: | 1781 |
Халăх йышě, пин çын: | 253,4 (2005) |
Хула лаптăкě: | км2 |
Геогр. широти: | 56°38′ ç. ш. |
Геогр. долготи: | 47°52′ х.т. д. |
Йошкар-Ола (марилле - Царла, Чарла, Цар-Ола, чăвашла куçарсан "Хĕрлĕ е хитре хула"), — Мари Эл республикин тĕп хули. Хула Кĕçĕн Кокшага юханшыв хĕрринче вырнаçнă.
1584 çулта никĕсленĕ, пĕтĕм лаптăкĕ 11 176 га танлашать. Администраци пуçлăх вырăнне Войнов Олег Павлович йышăнать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăх йышĕ
248,6 пин çын пурăнать. Вĕсенчен вырăссем — 67,7%, марисем — 24%, тутарсем — 4,3%, 4% — ытти тĕрлĕ халăх. Ĕçлекен çынсен шучĕ 178,8 пин çынпа танлашать.
[тӳрлет] Экономика
Хулара автобуссем, троллейбуссем çӳреççĕ, чугун çул вокзалĕ пур. Троллейбус маршучĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 222,9 çухрăм, автобуссен — 151,1 çухрам.
[тӳрлет] Çутĕç
Пĕтĕмпе хулара 39 шкул, лицей тата гимнази пур, вĕсенче пĕтĕмпе 40 пин ытла вĕренекен. Çавăн пекех 5 культура керменĕ пур, 5 театр, 3 кинотеатр, 3 пысăк музей, 7 ача-пăча ӳнер шкулĕ, 2 ача-пăча укерӳ шкулĕ.
[тӳрлет] Истори
Йошкар-Ола вырăнĕнче çынсем темиçе пин çул ĕлĕкех пурăнни паллă. Археологсем хулара та çумĕнче чылай ĕлĕкхи ĕмĕрсен япалисене тупнă. Кĕçĕн Кокшага юханшыв хĕрринче авалхи çынсем мезолит тапхăрĕ вăхăтĕнчех пурăннă теме пулать. Малтан (1584 çул) хула ячĕ Патша хули ятлă пулнă, кайран (ун пек ятлă урăх хуласем те пулнă), вăл хăш вырăнта вырнаçнине палăртма Кокшага çинчи патша хули ятне панă. Кайран вара, 1919 çулчен Царёвококшайск ятлă пулнă, 1919 (Нарăс, 17) çултанпа 1928 (Кăрлач, 23) çулчен — Краснококшайск. 1990 çулта Раççей истори хулисем шутне кĕртнĕ.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Йошкар-Ола гимнĕ
- Йошкар-Ола гербĕ