Кĕтне (юханшыв)
Wikipediaри материал
Кĕтне, — Сăва юханшывĕн юппи, Чăваш Енпе Тутарстан тăрăх юхакан юханшыв. Тăршшĕ 176 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 2480 км2. Çăлкуçĕ Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнче вырнаçнă. Атăлçи сăртлăхĕн çурçĕр айăкинче юхать. Ытларах енĕпе çумăр шывĕпе тулать. Юхса кĕричен 29 çухрăмра виçнĕ вăтам юхăмĕ пĕр çĕкунтра 4,2 м3 танлашать. Чӳкĕн иккĕмĕш пайенче — раштавра шăнса ларать те ака уйăхĕнче пăртан тасалать.