Кипеккасси
Wikipediaри материал
Кипеккасси, — Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи ял. Ункă юханшывăн хĕрринче ларать.
[тӳрлет] Истори
Малтан Чикмĕ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕ хыççăн Шупашкар уесне кĕнĕ.
Малтан Мăнал вулăсĕ шутне кĕнĕ. 1926 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕ хыççăн Сĕнтĕр вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕпе 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕ таран Ишлей районĕнче шутланнă. Кайран каллех Шупашкар районне кĕнĕ. Халĕ те вăл район шутне кĕрет.