Михайлов Максим Дормидонтович
Wikipediaри материал
Михайлов Максим Дормидонтович, — опера юрăçи. 1893 çулта çурла уйăхĕн 13 Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ) Кульцав ялĕнче çӳралнă. 1971 çулта пуш уйăхĕн 30 Мускавра вилнĕ. Икĕ хут СССРăн патшалăх премиĕн лауриачĕ (1941, 1942) пулнă. СССР халăх артисчĕ ятне 1940 çулта тава тивĕçлĕ пулнă. Çавăн пекех Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене, медальсене тивĕçлĕ пулнă.
1991 çултанпа юрăç ятне ăсра хăвармашкăн ун ячĕпе фестиваль пуçарса янă. Вăл фестивале нумай çĕршывсенчен юрăçсем пухăнаççĕ. Михайлов Максим Игоревич, унăн мăнукĕ, аслашшĕ çулĕпе кайнă. Халĕ Пысăк театрта солист пулса ĕçлет.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Хăй аса илнĕ тăрăх Максим Михайлов малтан икĕ çул хăйĕн ялĕнчи шкулта вĕреннĕ. Кайран вара икĕ çухрăри Кушлавăш ялĕнче вырнаçнă земск шкулне кайма пуçланă. Çав шкулта вăл хорта аслисемпе пĕрле юрланă. [[ Константин Николаевич Поливанов]] вĕрентекен вăл шкула килсе Максима итленĕ хыççăн ăна хăйĕнпе пĕрле Бетьки ялне илсе кайнă. Константин Поливанов каланă сăмахсене «Санăн, Максимка, питĕ сайта тĕл пулакан пултарулăх. Малалла вĕрен, хăвăн басна малалла аталантар та вара паллă юрăçă пулăн. Ĕнен мана, тус» Максим яланах аса илнĕ.
Вунçичĕ çул тултарсассăн Максим Хусана çитнĕ. Ĕç нумай шыраса çӳренĕ, анчах та грузчик ĕçне анчах пристанре шыраса тупнă. Кăштах каярах ăна Спасс монастырĕн хорне йышăннă. Çав вăхăтрах вăл ирĕклĕ пастор урокĕсене итлекенĕ пулнă.
Пĕрремĕш вокал урокĕсене Максим Хусанти кĕвĕ училищери Ф. А. Ошустович проффесортан илнĕ. Çав проффесорпа паллашнă хыççăн кăшт вăхăт иртсен пĕр Хусанти хаçăтра «Многообещающий бас Михайлов» (1913) статья пичĕтленсе тухнă. Ку Максимăн пĕрремĕш халăх хушшинче юрлани çине рецензи пулнă. Статьяна çыракана Максим басĕ питĕ тĕлентернĕ. Максим унта икĕ ари юрланă. Пĕри «Садко» оперăри Гендельпе Варяг хăнин ораториĕ, тепри — «Соловьем залетным» юрри пулнă.
Пастор курсĕсене пĕтернĕ хыççăн Максим Михайлов малтан дьякон, кайран вара продьякон пулса Ĕпхӳре, Омскра тата Хусанта (Воскреснăй чиркӳ) ĕçленĕ. 1924 çултанпа вара Мускаври Василий Кессарийский храмĕнче продьякон пулса ĕçленĕ.
1929 çулта Макси чиркӳ службине хăварса радио çинче юрăçа куçнă. Виçĕ çул иртсен вара вăл Пысăк театăра лекнĕ, унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. 1932-1958 çулсем хушшинче Пысăк Театрĕнче Максим Михайлов сасси янранă. 1933 çулхи кăрлачăн 7 Максим Михайлов пĕрремĕш хут «Садко» оперинчи Варяг хăнин юррине юрланă. Нумайăшĕ палăртнă тăрăх юррине лайăх юрланă, пурне те килĕшнĕ.
Вăрçă вăхăчĕсенче Максим Михайлов ытти юрăçăсем пекех фронта кайкаласа юрласа çӳренĕ, аманнисем валли юрланă.
Максим Михайлов нумай çĕре хăйĕн концерчĕсемпе кайса килнĕ. Шупашкарта та, хăй çуралнă ялĕнче те нумай пулнă, хайĕн юррипе савăнтарнă.