Неман (юханшыв)
Wikipediaри материал
Неман (ним. Memel; лит.: Nemunas; выр.: Неман; бел.: Нёман), — Европăн хěвелтухăç енче вырнаçнă юханшыв. Белорусипе Литва патшалăхĕсем тăрăх юхать. Тăрршě 937 çухрăм.
Çăлкуçĕ Минск сăртлăхĕ çинче вырнаçнă. Унтан юхса тухса вăл малалла Неман, Вăтам Литва тата Тинĕсçум айлăмĕсем тăрăх юхать. Литван чи пысăк Каунас хули урлă юхса иртет. Балтика тинĕсĕн Курш заливне юхса кĕрет.
Тĕп юпписем: Свислочь, Мяркис, Нерис, Нявежис, Дубиса, Юра тата Мини (сылтăммисем), çавăн пекех Щара тата Шяшупе (сулахаййисем).
Юханшыв çинче çак хуласем вырнаçнă: Столбцы, Мосты, Гродно, Друскининкай, Алитус, Пренай, Бирштонас, Каунас, Юрбаркас, Смалининкай, Неман, Советск, Русне.