Нидерланд патшалăхĕн гимнĕ
Wikipediaри материал
Хет Вильгельмус (Шаблон:Lang-nl, Вильгельм юрри), — Нидерланд патшалăхĕн гимнĕ, тĕнчери чи ватă гимсенчен пĕри. Ку юрă I-мĕш Орански Вильгельм çинчен, вăл Орански принцĕ тата XVI ĕмĕрти нидерланд революцийĕн ертӳçи. Унăн нĕсĕлĕсем — Орански династийĕ — 1815 çултан пуçласа Нидерландăн патша династийĕ шутланать.
Сăмаххисене Испанине хирĕç кĕрешекен нидерланд революцийĕ вăхăтĕнче, 1568-1572 çулсенче çырнă. Авторĕ Филип ван Маринкс, Синт-Алдегодни лорчĕ пулма пултарать тесе шутлаççĕ.
Тулли тексчĕ вăрăм. Акă ахаль чухне официаллă вырăнта юрлакан пĕрремĕш строфи: Wilhelmus van Nassauwe
ben ik, van Duitsen bloed,
den vaderland getrouwe
blijf ik tot in den dood.
Een Prinse van Oranje
ben ik, vrij, onverveerd,
den Koning van Hispanje
heb ik altijd geëerd.