Николаев Яков Николаевич
Wikipediaри материал
Николаев Яков Николаевич, — чăваш Паттăрĕ. Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чучукасси ялĕнче çуралнă. Люблин облаçĕнчи Холовно салин çăви çине пытарнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ачалăхра ăна нуша питĕ каснă. Çемйе пысăк пулнă. Ашшĕ вилсен, Яккăва вара куккăшĕ хăйĕн çемйине пурăнма илнĕ.
1922-1926 çулсенче Якку пуçламăш шкулта вĕреннĕ.
Шупашкарти III Интернационал ячĕллĕ опытлă-кăтартуллă шкул-коммунинче вĕреннĕ. Сĕнтĕрвăрри вăрман хуçалăх техникумĕнче вĕренсе тухнă, хĕсметре тăнă, педагогика институчĕн литература факультетне вĕренме кĕнĕ. Чăваш АССР Халăх Çутĕç комиссариатĕнче тĕрĕслекен тата сектор пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. 1939 çулта ăна каллех хĕсмете илнĕ. Совет Союзĕ Анăç Украинăпа Анăç Белоруси халăхĕсене Совет Украинипе Совет Белорусипе пĕрлештернĕ. Николаева çав вăхăтра Хĕрлĕ Çара чĕннĕ. Ун хыççăн вăл ирĕклех чикĕ хĕрринче хĕсмете юлнă. "Чăваш" партизансене хăй тавра пуçтарнă, Парчăв вăрманĕсенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă. Тепĕртакран вĕсем "Теодор Альбрехт" ятлă Хĕрлĕ Çар аслă лейтенанчĕ ертсе пыракан партизансен пысăк ушкăнĕн шутне кĕнĕ. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче "Чăваш" "Альбрехт" партизансен пĕр пайĕпе Буг шыв тепĕр енне, Федоров генерал ертсе пыракан совет партизансен ушкăнĕпе тĕл пулас тĕллевпе Камень Каширскине (Полесье - Вăрман тăрăхне) каçнă.
...1943 çулхи ака уйăхĕнче Гитлер Францинчен Тухăç фронта темиçе дивизи хăвăрт куçарма шутланă. Польша урлă чукун çулсем тăрăх, Брест тата Коваль çинелле, пĕр хыççăн тепри тăшманăн çар çыннисемпе вăрçă техники тиенĕ эшелонĕсем пынă. Анчах та эшелонсен пĕр пайĕ çул çинче чарăну тунă, мĕншĕн тесен люблин партизанĕсем çурхи çапăçусен тапхăрне уçнă пулнă.
Ака уйахĕн 21-мĕшĕнче нимĕçсем тавăру операцийĕ, Польша çĕрĕнчи 1943 çулхи чи пысăкки, пуçланнă. Людова Çарĕ хучĕсем тăрăх, çак çапăçусенче 6-7 пинĕ салтак, 20 самолёт тата темиçе артдивизион хутшăннă.