Ольтикасси
Wikipediaри материал
Ольтикасси, — Чăваш Енĕн Шупашкар районне кĕрекен ял. 1955 çулчен Ольтикасси Иçей тата Ольтикасси Янташ уйрăм ялсем шутланнă.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Шупашкар уесне кĕнĕ. 1918 çулхи пуш уйăхĕн 4-чен Йăлăмкас вылăсне кĕнĕ, хыççăн вара Шуркасси вулăсне кĕртнĕ. 1919 çулхи çĕртме уйăхĕн 1 хыççăн каллех Йăлăмкас вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Шупашкар районне, 1939 çулхи юпа уйăхĕн 10 хыççăн Сĕнтĕрвăрри районне кĕнĕ. 1961 çулхи пуш уйăхĕн 16 хыççăн Шупашкар райсоветне кĕме пуçланă. 1971 çулхи раштавăн 27 хыççăн хальхи вăхăтчен Çĕнĕ Шупашкарăн райсоветне кĕрет.