Пермь Енĕн Куеда районĕ
Wikipediaри материал
Куеда районĕ, — Пермь облаçĕн кăнтар енче вырнаçнă район. Районăн администрациĕ хула евĕрлĕ Куеда посёлокĕнче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 2 616 км2, пурĕ 34,4 пин çын пурăнать.
Районпа юнашар çурçĕр енче Бардапа Елово районĕсем, хĕвелтухăç енче Чернушка районĕ, хĕвеланăç енче Чайковски районĕ вырнаçнă. Кăнтăр енчи чикки Пушкăрт Республики çуммăн иртет.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
Вăтамран пĕр тăваткал çухрăм çинче 14-15 çын пурăнать. Район варринче тата кăнтар енĕнче ку хисеп 25-30 çын тарин çитет. Хула çыннисен шучĕ 9,8 пин çынпа, ял çыннисен 24,6 пин çынпа танлашать.
Районта ытларах вырăссем пурăнаççĕ, çавăн пекех пушкăртсен, тутарсен тата удмуртсен хисепĕ пысăк.