Петтоки Андрей Трофимович
Wikipediaри материал
Петтоки Андрей Трофимович, — сăвăçă, куçаруçă. 1905 çулхи юпа уйăхĕн 7 Козьмодемьянск уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) Ахмане ялĕнче çуралнă. 1942 çулта çулла Витебск патĕнчи çапăçăвра вилнĕ. Смоленск облаçĕнчи Селище ялĕнче пытарнă. 1934 çултанпа СССРăн çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăнă.
Чăн хушамачĕ Петухов.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1940 çулта Куйбышеври педагогика институтне вĕренсе тухнă.
Таса чун-чĕреллĕ сăвăçă "халăх тăшманĕсемпе" кĕрешес юхăма хутшăнасшăн пулман. Çавăнпа ăна хăйне "тăшман" тума хăтланнă, тĕрлĕ "айăп" шыраса тупнă, тăван чĕлхепе çырса пичетлеме чăрмантарнă.
1935 çултан пуçласа А. Петтоки Мускавра, унтан Самарта пурăннă, кинематографи тата падагогика институчĕсенче вĕреннĕ, чăваш литературине вырăсла куçарас тĕлĕшпе тăрăшнă.
Петтоки ăста çыравçă тата ӳнерçĕ çеç мар, пултаруллă йĕркелӳçĕ те пулнă — тĕрлĕ вăхăтра комсомол ячейкине, пĕрлешӳллĕ хуçалăха, сĕт-çу фермине, «Сунтал» («Ялав») журнала, Писательсен союзне ертсе пынă. Çавăн пекех Куйбышев облаçĕнчи тăван тавралăх музейĕн ăслăлăх ĕçченĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пĕрремĕш сăввине 1925 çулта пичетлесе кăларнă. Хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине — «Çирĕм иккĕ» поэмăна (1932) — Андрей Трофимович хăй илемлетсе кăларнă.
1935 çулта К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарнă. Андрей Петтоки - поэмăна вырăсла пĕрремĕш куçараканĕ.
[тӳрлет] Кĕнекисем
- «Çирĕм иккĕ» поэма (1932);
- «Сăвăсемпе поэмăсем» (1964);
- тата ыттисем.