Пименов Иван Сергеевич
Wikipediaри материал
Пименов Иван Сергеевич, — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. 1914 çулта Оренбург облаçĕн Курманай районĕнчи Михальел ялĕнче çуралнă. 1942 çулта вăрçăра пуçне хунă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1932 çултанпа Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнче пурăннă. Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Калинин педагогика училищинче чăваш литературине вĕрентнĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Сăвăсемпе поэмăсем çырнă, чăваш сăвăçисен ĕçĕсене вырăсла куçарнă.