Пушкăрт Республикин Авăркас районĕ
Wikipediaри материал
Авăркас районĕ, — Пушкăрт Республикин варринче вырнаçнă район. Района 1930 çулхи çурла уйăхĕн 20-мешĕнче туса хунă. Лаптăкĕ 2014 км2. Район администрацийĕ Ĕпхӳрен 80 çухрăмра ларакан Толбазы ялĕнче вырнаçнă.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
2004 çулта кунта 39,2 пин çын пурăннă. Пушкăртсем — 10,7%, тутарсем — 48,2%, чăвашсем — 42,2%, вырăссем — 4,9%, украинецсем — 2%. Пĕр тăваткал метр çине 21,1 çын килет. Районта пурĕ 141 ял-хула.
[тӳрлет] Культура
Районта професси училищи, 57 шкул (вĕсенчен 33 вăтам шкул, 14 пуçламăш шкул), 39 ача-пăча сачĕ, кĕвĕ училищи, ача-пăчасемпе çамрăксен спрот шкулĕ, тĕп район пульници тата 3 вырăнти пульница участокĕсем, 3 ял амбулаторийĕ, 54 клуб, 37 вулавăш, историпе краеведени музейĕ.
«Путь Родины» хаçат тутарла, чăвашла тата вырăсла тухса тăрать.