Пушкăрт республикин Йермекей районĕ
Wikipediaри материал
Йермекей районĕ, — Пушкăрт республикин хĕвеланăç енче вырнаçнă район. Администраци Йермекей салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1 438 км2.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăх шучĕ
Районта пурĕ 54 ял вырнаçнă. 18 пин çын пурăнать. Халăхсем хушшинче тутарсем, чăвашсем тата пушкăртсем ытларах сарăлнă. 1 тăваткал çухрăм çине 12,5 çын килет.
[тӳрлет] Çĕр айĕнчи пуянлăхсем
Çĕр айĕнчи пуянлăхсем шучĕнче нефть, известняк, хăйăр палăртнă.
[тӳрлет] Çул-йĕр
Район урлă Самара — Ĕпхӳ — Челябинск чукун çул ирсе каять. Автомобиль çулĕсем района Октябрьски, Пелепей (Белебей), Таймазы тата Ĕпхӳ хулисемпе çыхăнтараççĕ.
[тӳрлет] Культура
Районта професси училищи тата историпе краеведени музейĕ вырнаçнă. Пурĕ 31 шкул пур, вĕсенчен 8 вăтам шкул шутланаççĕ. Çавăн пекех ача-пăча кĕвĕ шкулĕ, 26 библиотека, 38 клуб, район тĕп пульници, 3 ял пульници пур.
Вырăс тата тутар чĕлхисем çинче «К новым победам» (Çĕнĕ çĕнтерӳсемшĕн) ятлă хаçат тухса тăрать.