Регули Антал
Wikipediaри материал
Регули Антал, — венгр чĕлхеçи тата историкĕ, çулçӳревçĕ, танлаштаруллă финн-угр чĕлхе пĕлĕвне пуçараканĕ. 1819 çулхи çĕртме уйăхĕн 11 Венгрири Зирц хулинче çуралнă. 1858 çулхи çурла уйăхĕн 23 Венгрири Буда хулинче вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1841 çулта Венгрири ăслăлăхсен академийĕ хушнипе Раççее венгрсен мăн аслашшĕсем пурăннă вырăнсене тĕпчеме килнĕ. Петербургра икĕ çул хушши Атăлпа Кама тăрăхĕнче, Уралта тата Çĕпĕрте пурăнакан халăхсем çинчен çырнă тĕрлĕ литературăпа паллашнă, чĕлхесене вĕреннĕ. 1843 çулхи утă уйăхĕнче Мускавпа Чулхула витĕр Çĕпĕре тухса кайнă. Çав вăхăтра тĕпчевçĕ Чикме, Етĕрне, Шупашкар тата Çĕрпӳ уесĕсенче чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕсене, фольклорпа этнографи материалĕсене çыра-çыра илнĕ. Ку ĕçре ăна чăвашсен пирвайхи писателĕ, историкĕ тата этнографĕ С.М.Михайлов (1821—1861) нумай пулăшнă. Пухнă мĕнпур материала пичетлесе кăларма Антал Регули хăй йĕркелесе çитереймен. Вăл ĕçе финн-угр чĕлхисен тепĕр паллă тĕпчевçи Иозеф Буденц (1836— 1892) пурнăçланă.
[тӳрлет] Литература
- Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
- Дмитриева Ю., Адягаши К. Hungarotschuwashica. Ч.,2001.